21 июля 2020 г.
Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗн республикӑри филиалӗнчи специалистсем пине яхӑн гектар лаптӑка тӗрӗсленӗ, кӗрхи тата ҫурхи тулӑпа урпа уйӗсене кузька-нӑрӑ ернине палӑртнӑ.
Кӑҫал ҫак сӑтӑрҫӑна ӗрчеме ҫанталӑк лайӑх. Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗнчи специалистсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак хурт-кӑпшанкӑна пуҫласа 2005-2006-мӗш ҫулсенче Елчӗк тата Шӑмӑршӑ районӗсенче тупса палӑртнӑ. Унтан вӑл ытти района сарӑлса ҫитнӗ. Ҫамрӑк нӑрӑсем кӗрхи культурӑсен тӗшши тулнӑ вӑхӑтра ҫӗр айӗнчен тухаҫҫӗ. Маларах тухсан вӗсем шурут ҫине вырнаҫаҫҫӗ, кайран тырӑ ҫине вӗҫсе ӳкеҫҫӗ. Ытларах ырашӑн ҫемҫе тӗшшипе, кӗрхи тата ҫурхи тулӑпа, урпапа апатланаҫҫӗ.
Республикӑри тӗш-тырӑ культурисене ҫӑкӑр нӑрри тапӑннӑ (2)