Филиал ФГБУ "Россельхозцентр" по Чувашской РеспубликеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрлăха вăхăтра хатĕрлемелле

28 ноября 2012 г.

Районти ял хуçалăх кооперативĕсенче тухăçлă тыр-пул çитĕнтерсе илессишĕн аван тăрăшаççĕ-ха. Тухăçлăхĕ те япăх мар. Анчах та пахалăхлă вăрлăх хатĕрлесси çине вара пысăк тимлĕх уйăрмаллах. Паянхи куна илес пулсан, ку енĕпе районта акма юрăхлă вăрлăх 26 процентпа çеç танлашать. Çав вăхăтрах республикăри вăтам кăтарту та 36 процент çеç. Районти ял хуçалăх кооперативĕсенче вăрлăх тасатас, хатĕрлес ĕç темшĕн вăраххăн пурнăçланать. Хăшĕ-пĕрисем çанталăк сивĕтессе кĕтеççĕ-ши;

Акă, «Асаново» ЯХПКра кашни çулах вăрлăх хатĕрлесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсем çитес çул валли 1200 центнер вăрлăх хатĕрленĕ те. Çав шутран 570 центнерĕ — çурхи урпа. Алласа тасатнă урпа, сĕлĕ, тулă вăрлăхĕсене вĕсем районти «Россельхозцентр» филиалĕн уйрăмне тĕрĕслеттерме тăратрĕç. Хуçалăхра паян тулă вăрлăхĕн «Свеча» сортне аллаççĕ. Вăрлăх тасатас ĕçе склад заведующийĕ Николай Дмитриевич Портнов йĕркелесе пырать. Н.Корсунова, Г.Хамбикова, В.Демьянова вăрлăх алланă çĕрте маттур, ĕçе вăхăтра пурнăçлас тесе тимлеççĕ.

Хуçалăхра вăрлăха çĕнетес тесе те тăрăшаççĕ. Кăçал вĕсем япăх мар тухăç илнĕ. Сăмахран, çурхи тулă ăнса пулнă, вăтамран кашни гектартан 28, 9 центнер пухса кĕртнĕ. Ку — районĕпе иккĕмĕш кăтарту. «Рассвет» ЯХПКра кашни гектартан 39 центнер тухăç илнĕ.

Ытти хуçалăхсем те ку енĕпе çине тăрсах ĕçлессе шанас килет. Вăрлăха вăхăтра тасатса акма хатĕрлемелле, ăна çĕнетсен те аван. Тĕслĕхрен, Çĕрпÿри ял хуçалăх наукăпа тĕпчев институтĕнче 400 тонна тасатса хатĕрленĕ вăрлăх пур. Хуçалăхсемпе колхозсем вăрлăх туянасшăн пулсан маларах заявка пама ыйтатпăр. Мĕншĕн тесен хатĕр вăрлăха ытти регионсем те наччас туянаççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика