Филиал ФГБУ "Россельхозцентр" по Чувашской РеспубликеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Видеоновости » Çитес эрне кун ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсем кĕрекене пухăнĕç

30 октября 2018 г.

Республикăра 628 пин те 200 тонна тырă çапса кĕртнĕ. Вăтам тухăç гектартан 23,9 центнер. Вăрнар, Елчĕк, Çĕрпÿ районĕсенче ку кăтарту самай пысăкрах. Çĕр улмине уй-хиртен пуçтарса кĕртнĕ, халĕ унта купăста çеç юлнă. Ăна çак эрнере касса тирпейлемелле. 7 районта хĕвелçаврăнăш выраççĕ. 2 пин те 800 гектар çинчен пуçтарнă, тепĕр 600 гектар ытларах юлнă.

Кĕрхи культурăсене 102 пин ытла гектар акса хăварнă. Ку иртнĕ 5 çулти чи лайăх кăтарту. Çĕр ĕçченĕсене калча мĕнле хĕл каçасси пăшăрхантарать. Раççей ял хуçалăх центрĕн специалисчĕсем ăна асăрхасах тăраççĕ.

30.10.2018
Автор: ГТРК "Чувашия"
Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика