Филиал ФГБУ "Россельхозцентр" по Чувашской РеспубликеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ака тăвасси тар тăкмасăр пулмасть

03 апреля 2018 г.

Çур аки çывхарнă май районта агроинженери конференцийĕ иртрĕ. Унта ЧР ял хуçалăх министерствин финанс тата кредит политикин пайĕн начальникĕ М. Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов, "Россельхозцентр" учрежденин республикăри вăрлăхпа ĕçлекен филиалĕн ертỹçин çумĕ О. Исаев, Федераци службин республикăри тата Ульяновск облаçĕнчи ветеринарипе фитосанитари надзорĕсен патшалăх инспекторĕсем Е. Косаревпа Ю. Матвеев, ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем, агрономсемпе инженерсем хутшăнчĕç.

Л. Кузнецов конференцие уçнă май ял хуçалăхĕнчи пĕлтĕрхи кăтартусене пăхса тухрĕ, çитменлĕхсене палăртрĕ. Иртнĕ çул пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен тухăçĕ вăтамран пĕр гектартан 28 центнер тухнă. Ку аван, анчах лăпланса лармалли мар. Пĕрисем гектартан 40 центнер пухса кĕртеççĕ пулсан теприсем 15-20 центнерпа çеç çырлахаççĕ.

Кăçал республикăри ял хуçалăх министерствипе тунă килĕшỹ тăрăх, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши, тата вылăх апачĕ тумалли культурăсене 29300 гектар акмалла. Тыр-пул 40 пин тоннăран, сахăр кăшманĕ 11 пин тоннăран, çĕр улми 29,8 пин тоннăран кая мар туса илмелле. Апла пулсан ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ячĕшĕн, çуркунне çĕре хуратса хăварассишĕн кăна ĕçлемелле мар, тупăш илессишĕн тăрăшмалла.

Агропромышленность комплексĕнче тĕп специалистсем, ытти кадрсем çитменни те никамшăн та вăрттăнлăх мар.

- Канмалли кунсăр, иртен пуçласа каçчен вăй хуракансен шалăвĕ 9-10 пин тенкĕ çеç пулмалла мар, ăна тивĕçлĕ туса парсан кадр ыйтăвĕ те татăлатех, - терĕ Л. Кузнецов.

Тухăç мĕнле пуласси вăрлăхран та нумай килет. Ĕлĕкхи ватăсем ахальтен мар ĕнтĕ выçă ларсан та паха вăрлăх акма хушнă, çавна май ăна çĕнетсех тăмалла. "Малалла" ял хуçалăх эртел шăпах лайăххисене сĕнет. Чир-чĕр ан ертĕр, хурт-кăпшанкă ан сиенлетĕр тесен вăрлăхсене имçамласа никĕсе хывмаллине, фитоэкспертиза пĕрчĕллĕ культурăсене çĕртекен чирсем нумайланнине кăтартнине палăртрĕ О. Исаев. Кĕрхисене тăпрана хывма куçакан фонд çукки те ял хуçалăхĕ умне йывăрлăх кăларнине пĕлтерчĕ.

Хирсем тыр-пул, пахча çимĕç ỹснĕ чухне илемлĕ. Çум курăк çитĕнекен анана курсан чĕре ыратать. Кашни лаптăкпа тĕрĕс те пĕлсе усă курмалла. Малашне хăйсене тивĕçекен пайсенче хыт хура ĕрчетекенсене пуçран шăлмаççĕ: штраф параççĕ, пĕтĕмлетỹ тумасан туртса илес хăрушлăх та пур. Пĕлтĕр Туçа тата Шăнкăртам ял тăрăхĕсенче пурăнакансем айăплавсем илнĕ. Типнĕ курăксене те çунтарма юрамасть: тăпран пулăхлă сийĕ пĕтет тата çут çанталăк сиенленет.

Вăрлăхпа та асăрханулăх кирлĕ. Ют регионтан туяннă чухне тĕрлĕ чир-чĕр е хурт-кăпшанкă ертсе килес мар тесен ăна тĕрĕсленине ĕнентерекен ятарлă документ кирлĕ. Шăпах çак ыйтусемпе тухса калаçрĕç Федераци службин республикăри тата Ульяновск облаçĕнчи ветеринарипе фитосанитари надзорĕсен патшалăх инспекторĕсем Е. Косаревпа Ю. Матвеев.

Акана кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерес тесен техника çителĕклĕ тата юсавлă пулмалла. Патшалăх техника надзорĕн районти аслă инспекторĕ И. Васильев тракторсен - 95 проценчĕ, автомобильсен - 94, сеялкăсен - 96, культиваторсен - 94, плугсен 96 проценчĕ ĕçе тухма юрăхлине каларĕ. Вăй хунă чухне хăрушсăрлăха пăхăнмалли, механизаторсен тата ытти тăрăшакансен сывлăхне тĕрĕслеттермелли пирки асăрхаттарчĕ.

Канашлура ЧР ял хуçалăх министерствин финанс тата кредит политикин пайĕн начальникĕ М. Васильева ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене паракан çăмăллатнă кредитсем, субсидисем пирки чарăнса тăчĕ. "Чувашмелидводхоз" управленин Комсомольскинчи филиалĕн директорĕ Ю. Любимов мелиораци программи валли федераци бюджетĕнчен уйăракан субсидипе паллаштарчĕ. Çавăн пекех конференцинче "Россельхозбанк" пĕрлешĕвĕн регионти филиалĕн Патăрьелĕнчи хушма офисĕн ертỹçи С. Иванова, çунтармалли-сĕрмелли материал, минераллă удобренисемпе гербицидсем сутакан фирмăсен представителĕсем те тухса калаçрĕç.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика