Филиал ФГБУ "Россельхозцентр" по Чувашской РеспубликеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паха вăрлăхран - пысăк тухăç

08 декабря 2017 г.

Аграрисен халĕ - пухса илнĕ тыр-пула вырнаçтармалли, хыçа юлнă кунсене пĕтĕмлетмелли хĕрỹ тапхăр. Кăçаллăха хирти ĕçсем вĕçленнĕ, апла пулин те çитес çул епле тухăç илесси çĕр ĕçченĕсене халех канăç памасть.

Çавна май раштавăн 6-мĕшĕнче Шăмăршă, Елчĕк, Патăрьел тата Комсомольски районĕсенчи хуçалăхсен ертỹçисемпе агрономĕсем "Слава картофелю" агрофирмăри конференц-зала Россельхозцентр кунне килсе çитрĕç. Пухăннисем канашлу пуçланиччен фойере "Россельхозцентр" федераллă патшалăх учрежденийĕн Чăваш Республикинчи филиалĕн ĕçченĕсем йĕркеленĕ куравпа паллашрĕç.

Сăмах май каласан, "Раççей ял хуçалăх центрĕ" ФПБУ 2007 çулхи çу уйăхĕнче РФ Правительствин хушăвĕпе тата Раççей Ял хуçалăх министерствин йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн федераци патшалăх учрежденийĕсене - территоринчи ỹсен-тăрана хỹтĕлекен станципе вăрлăх инспекцине - реорганизациленипе йĕркеленнĕ. Малтанах Чăваш Енре вырнаçнă филиала ертсе пыма Николай Якимова шаннă, 2012 çултанпа çак тивĕçе Николай Малов пурнăçлать.

- Пĕр енчен, вунă çул нумай та мар темелле. Çак тапхăрта центрăн регионти филиалĕ аталанса ура çине çирĕп тăчĕ. Улшăнусем, чăн та, чылай пулса иртрĕç, анчах, хисепĕ те тăрăшнине кура. Тĕслĕхрен, икĕ çул каялла Санкт-Петербург хулинче иртнĕ куравра эпир биопрепаратсемпе республикăра мĕнле усă курнине кăтартса патăмăр, çавна май ылтăн медале тивĕçрĕмĕр, - терĕ филиал ертỹçи çĕр ĕçне чунтан парăннă хастарсене саламланă хыççăн.

Филиалăн тĕп ĕçĕсенчен пĕри - ỹсен-тăрана сыхласси, вăрлăх чир-чĕрне вăхăтра тупса палăртасси. Çавна май лаборатори ĕçченĕсем акмалли вăрлăха çуркунне тата кĕркунне фитоэкспертиза витĕр кăлараççĕ.

- Кăтартусем, паллах, лăплантараканнисем мар. Анализ тăрăх республикăра чир-чĕрсĕр вăрлăх çук тесен те юрать. Чир йышĕ кашни партире тĕрлĕрен - 30-тан пуçласа 100 процент таранах. Юлашки вăхăтра ытларах кăвакăш (плесень), тымар чирĕсем аталанса пыни курăнать. Вăрлăх пахалăх енчен епле пулни питĕ пĕлтерĕшлĕ, çавна май вĕсене тĕрĕслесех тăмалла. Сыватмăша лексен анализ илмесĕр чиртен тухтăрсем те сиплеймеççĕ, - кăнтăр енчи районсен тата хамăр регионри ĕç-хĕлпе филиал ертỹçин ỹсен-тăрана сыхлас енĕпе ĕçлекен çумĕ Ольга Белова паллаштарчĕ. - Ял хуçалăх çĕрĕсене фитомониторинг тăватпăр. Çав шутра усă курман уйсене, çырма-çатраллă вырăнсене, çул тата вăрман хĕррисене тĕрĕслетпĕр. Ỹсен-тăрана сиен кỹрекенсем шăпах вĕсенче аталанаççĕ, каярах вара ял хуçалăх культури çине те куçаççĕ. Акă, сăмахран, шурă янкара (мучнистая роса) аталанмалли чи лайăх тапхăр - кăçалхи пек йĕпе-сапаллă çанталăк. Çак чир тырра çеç мар, пахча çимĕçе те пĕтерет. Унсăр пуçне юлашки çулсенче ỹсен-тăран тутăхĕ (ржавчина) сарăлма тытăнчĕ.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене тĕрĕслес ĕç пирки калас пулсан, вăл малалла пырать. Палăртнă планпа килĕ-шỹллĕн Комсомольски районĕн 2612 тонна (çурхи) тĕш тырра тĕрĕслеве тăратмалла, раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне анализ валли 1514 тонна тăратнă, вĕсенчен 1094 тоннине Раççей Ял хуçалăх центрĕн ĕçченĕсем тĕрĕслесе ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Çакна та палăртмалла, анализа янă тĕш тыррăн 610 тонни кондициллĕ, ытти вара, 484 тонни, кондициллĕ мар.

Агротехника мероприятийĕсене вăхăтра пурнăçлани уйсене таса тытма пулăшать. Çакăн евĕр хуçалăхсем кăнтăр енчи районсенче сахал мар. Тĕслĕхрен, Комсомольскинчи "Слава картофелю" агрофирма, Елчĕк районĕнчи Юрий Цветков хуçалăхĕ ку енĕпе аван ĕлкĕрсе пыраççĕ. Ыттисен те вĕсенчен юлмалла мар. Ара, ял хуçалăх организацийĕсем, фермер тата хушма хуçалăхсем акас умĕн вăрлăха биопрепаратпа ытларах им-çамлани экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕç туса илме май парать-çке. Хими препарачĕ пирки калас пулсан çакна палăртмалла - вăл сăтăрçăсемпе пĕрлех усăллă кăпшанкăсене те пĕтерет, культурăна та хавшатать. Ку енĕпе, паллах, биологи хутăшĕ пачах та сиенлĕ мар.

Филиал ертỹçин вăрлăхпа тĕш тырă пахалăхне тĕрĕслес енĕпе ĕçлекен çумĕ Олег Исаев çĕр ĕçченĕсене сутлăх вăрлăхăн тата ял хуçалăх культурисене ỹстерекен çĕр лаптăкĕсен сертификачĕсене епле илмеллине тĕплĕн каласа пачĕ, вырăнти ĕç-хĕлпе, малтанхи çулсенче тата халь çĕнĕрен шутласа тупнă вăрлăхсен паха енĕсемпе паллаштарчĕ, ун тăрăх 2018 çулта акмашкăн шанăçлă вăрлăхсем çаксем пулчĕç: çурхи тулă - "Ульяновская-105", урпа - "Батька", "Надежный" текен çĕнĕ сортсем. Пăрçан "Донской кормовой" тата "Шрек" сорчĕсене палăртмалла, çĕрулмин - "Алуэт".

- Кăçал эпир пуçласа сахăр кăшманĕ, куккурус, соя культурисенче (пурĕ 50 тĕрлĕ сорт) ГМО пуррипе çуккине тĕрĕслерĕмĕр. Çак ĕçе пурнăçлама ятарлă тест-полоскăсем туянтăмăр. Тĕрĕслевре ГМО пур сортсем лекмерĕç, - терĕ вăл ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ май.

Анна Сармосова тĕп агрономăн микробиологи препарачĕсем пирки калакан доклачĕ те пухăннисемшĕн кăсăк пулчĕ.

Хуларан килсе çитнĕ хăнасем ял хуçалăх ĕçченĕсене интереслентерекен чылай ыйту çине хуравларĕç, пухăннă аграри ĕçченĕсене хăйсем енчен пур тĕлĕшпе те пулăшма шантарчĕç.

Семинар-канашлу кашниншĕн усăллă пулчĕ тетĕп.

А.ИСАЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Первоисточник: Комсомольская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика