Филиал ФГБУ "Россельхозцентр" по Чувашской РеспубликеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрлăхсене имçамласа сыватар

18 апреля 2017 г.

  Кĕç-вĕç уя тухăпăр, çурхи ĕçсем пуçланасси нумаях юлмарĕ ĕнтĕ. Сывă та вăйлă тырпул çитĕнтересси вара паха та имçамланă вăрлăхсем акса тунипе тÿрремĕнех çыхăннă. Кăçалхи çуракинче çурхи тĕш тырă культурисен вăрлăхĕсене пурĕ 2000 тоннăран кая мар имçамласа акса хăварма палăртнă. Хуçалăхсем вăрлăхсене “Россельхозцентрăн” уйрăмĕнче тĕрĕслеттернĕ. Тĕрĕслев вĕсенче гельминтоспориоз, альтернариоз, септориоз, фузариоз, бактериоз, кăвакăш чирĕсем пуррине тупнă. Гельминтоспориозпа альтернариоз икĕ хуçалăх вăрлăхĕсенче 30 процентран та иртсе каяççĕ (кусем Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн тата “Акконд-агро фирма” акционерлă обществăн). Вăрлăхсем кăвакăш чирĕпе чылай сиенленнĕ - уйрăм хуçалăхсенче 50-70 процент таранах (“Чутеевский” ЯХПК, Б.Алексеев, Т.Григорьева, Л.Канясев, С.Хумышев, В.Грачев ХФХсенче, “Новый путь” ял хуçалăх кооперативĕнче). Çакă вăл вăрлăхсене имçамласа сиенсĕрлетме кирлине çирĕппĕн аса илтерет.
  Тĕш тырă культурисен вăрлăхĕсене биологи тата хими препарачĕсемпе имçамлама палăртнă.
  Биологиллĕ препаратсене района апрелĕн 25-мĕшĕ тĕлне илсе килме палăртнă. Хальхи биологиллĕ протравительсем чирсемпе лайăх кĕрешеççĕ. Вăрлăхри кăвакăш, тымар çĕрĕкĕн, альтернариоз, фузариоз, септориоз, бактериоз, тусанлă вутпуççи чирĕсене пусарса тăраççĕ, аталанма памаççĕ. Биологиллĕ препаратсем тăпра ăшĕнче чирсемпе сезон тăршшĕпех кĕрешеççĕ. Çав вăхăтрах экологие пăсмаççĕ, вĕсемпе усă куракансен, ĕçлекенсен сывлăхне сиен кÿмеççĕ. Хакĕпе те хими препарачĕсенчен 3_4 хут йÿнĕрех.
  Раççей премьер-министрĕ Дмитрий Медведев биологиллĕ препаратсемпе усă курни тухăçшăн кăна мар, экологишĕн те питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине, вĕсене туса кăларассине ÿстерсе пымаллине палăртрĕ.
  Çакна та асра тытмалла: кирек епле ĕçре те сыхлăх, асăрханулăх кирлĕ. Химилле, биологилле препаратсемпе усă курнă чухне те хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалла. Вĕсемпе ĕçлекенсене медосмотр кăлармалла. Ĕçсем пуçланиччен вырăнта инструктаж парса çакăн çинчен алă пустармалла. Имçамсемпе ĕçлекенсене халатсемпе, респираторсемпе, резина перчаткăсемпе, куçлăхсемпе, резина атăсемпе тивĕçтермелле. Ĕç вырăнĕнчен аякра мар таса шыв, супăнь, алшăлли пулмалла. Пит-куçа, çăвара ăнсăртран сирпĕнес пулсан, çийĕнчех çуса ямалла. Йывăр туйсан, медицина ĕченĕсене чĕнсе илмелле.
Хĕл хыççăн калчасем питĕ вăйсăрланса тухаççĕ. Çавăнпа калчасене, нумай çул ÿсекен курăксене минераллă удобренисемпе апатлантарнин тата сÿреленин пĕлтерĕшĕ пысăк.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика