Филиал ФГБУ "Россельхозцентр" по Чувашской РеспубликеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пÿлмесем пушанма хатĕрленеççĕ

25 марта 2017 г.

Вăрмар район аграрийĕсемшĕн хĕрÿ вăхăт: çурхи ака-суха ĕçĕсене хатĕрленмелле. Хуçалăхсенче минераллă удобренисем, вăрлăхсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянаççĕ, вăрлăхсене акмалли кондицие хатĕрлесе çитереççĕ. Мартăн 21-мĕшĕ тĕлне районти ялхуçалăх предприятийĕсенче тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсен вăррисене 2751 тонна хатĕрленĕ. Çакă вăл кирлин 100 проценчĕ. «Раççей ялхуçалăх центрĕ» федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕн даннăйĕсем тăрăх кондицие лартнă вăрлăхсен пайĕ 85 процентпа танлашать. Ялхуçалăх таварĕсене туса илекенсем пысăк репродукциллĕ вăрлăх туянса вĕсене çĕнетсе пыраççĕ. Хальхи вăхăтра 200 тонна элита тата 9 тонна суперэлита тĕш тырă культурисене, 60 тонна элита çĕр улми вăрлăхĕ туяннă. Хресченшĕн çак яваплă тапхăр умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе О.Николаевпа «Владимиров Г.В.» хресчен ?фермер/ хуçалăхне çитсе курнă.

«Пирĕн хуçалăх çурхи ака ĕçĕсене пĕтĕмĕшле хатĕр темелле. Хуçалăхри техникăна юсанă, çунтармалли-сĕрмелли материалсем хатĕр, минераллă удобренисене 40 тонна туяннă. Акмалли лаптăк кăçал 200 гектар йышăнĕ. Кĕрхи культурăсене 20 гектар çинче акнă, çурхи культурăсем 180 гектар йышăнĕç», - пĕлтернĕ хăйĕн шухăшне хресчен /фермер/ хуçалăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Владимиров. Хальхи вăхăтра хуçалăхра ытлашши юлнă урпан «Владимир» сортне суйлаççĕ, 30 тоннине сутма палăртаççĕ.
Александр Иванович фермера ăнăçлă ĕçлеме, çурхи уй-хир ĕçĕсене пахалăхлă тата кĕске вăхăтра ирттерсе яма суннă. 

Первоисточник: Урмарская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика