Филиал ФГБУ "Россельхозцентр" по Чувашской РеспубликеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр кун çулталăк тăрантарнине асрах тытмалла

04 апреля 2017 г.

Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче, эрнекун район администрацийĕн çурчĕн пысăк залĕнче районти агроинженери конференцийĕ иртрĕ. Унта ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе специалисчĕсем, хресчен фермер хуçалăхĕсен тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Конференцине район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Л. Молотков уçса йĕркелесе пычĕ. “ЧР Пуçлăхĕ М. В. Игнатьев республика Патшалăх канашне янă Çырура вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем умне ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ усă курмасăр выртакан пĕтĕм çĕре çаврăнăша кĕртме, усă курман çĕр пайĕсене муниципалитет харпăрлăхне шута илессине 2017 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме тата çĕрпе тухăçлă усă куракансене тата çĕре харпăрлăха илекенсене уçă процедурăсем урлă тупса палăртма тĕллев лартрĕ”, — терĕ Сергей Львович. Вăл кунпа пĕрлех, çурхи ĕçсем çывхарнă май, пурин те пĕр кун çулталăк тăрантарнине асра тытмаллине палăртрĕ. Конференцире ЧР Ял хуçалăх министерствин пай начальникĕ В. Г. Васильев тухса каларĕ, пирĕн район республика шайĕнче мĕнле ĕçлесе пынипе паллаштарчĕ. “Акă, Красноармейскисем ĕç укçи енĕпе — 9-мĕш, тыр-пул кĕртессипе — 6-мĕш, аш-какай тата сĕт туса илессипе 7-мĕшпе 12-мĕш вырăнсенче пыраççĕ. Çур акине хатĕрленесссипе те сирĕн кăтартусем начарах мар”, — пĕлтерчĕ Владимир Григорьевич. Вăл чылай ыйтăва хуравларĕ. Уй-хирти çурхи ĕçсене хатĕрленсе тăвакан мероприятисем пирки унтан патшалăх технадзорĕн районти инспекцийĕн начальникĕ Ю. Н. Иванов тата район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика тата пурлăхпа ертсе пыракан пайăн начальникĕн çумĕ В. А. Васильев каласа пачĕç, хуçалăхсенче ĕç çиччен юлнă вăхăтпа туллин усă курмаллине, техникăна, вăрлăха хатĕрлесе çитермеллине, минерал тăварĕсемпе çунтармалли-сĕрмелли япаласем ытлă-çитлĕ кỹрсе килмеллине палăртрĕç. “Çур акине ирттерме районта координаци штабĕ туса хунă, ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-финанс пайĕн начальникĕ О. Н. Суховетрюк ертсе пырать”, — пĕлтерчĕ Владилен Аркадьевич. Конференцире çавăн пекех ЧР “Агро-Инноваци” ХУП-ĕн агроном-консультанчĕ И. Н. Нурсов, “Россельхозцентрăн” республикăри филиалĕн ертỹçин çумĕ О. П. Белова, Чăваш ял хуçалăх наукăпа тĕпчев институчĕн директорĕ А. А. Фадеев, ветеринарипе фитосанитари надзорĕн Федераллă службин Чăваш Енти Управленийĕн патшалăх инспекторĕсем М. Н. Петровапа Н. С. Белкина, “Россельхозбанк” АО-н Чăваш Енти филиалĕн хушма офисĕн заведующийĕ А. В. Муравьев, ял хуçалăх техникипе, ỹсен-тăрансене хỹтĕлемелли хатĕрсемпе, минерал тăварĕсемпе, çунтармалли-сĕрмелли япаласемпе тивĕçтерекен официаллă дилерсем тухса калаçрĕç.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика