Филиал ФГБУ "Россельхозцентр" по Чувашской РеспубликеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кун йĕркинче - ялхуçалăх ыйтăвĕсем

13 февраля 2017 г.

Райадминистрацин ларусен залĕнче ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, уйрăм хушма хуçалăх пуçлăхĕсен анлă канашлăвĕ иртрĕ. Унта пирĕн районти 2016 çулхи АПК аталанăвне пĕтĕмлетрĕç тата ялхуçалăх ĕçĕнчи кăçалхи умра тăракан тĕллевĕсене палăртрĕç. Ларăва райадминистрацин пуçлăхĕ А.Тихонов ертсе пычĕ.

Александр Иванович пурне те сывлăх сунса ларăва уçнă май кунашкал канашлу ирттерни ялхуçалăх сферинче тăрăшакансене пулăшу пулнине асăнчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев АПКна пысăк тимлĕх уйăрать. Çакă тата ытти енĕпе пирĕн районта лару-тăру еплерех-ши? 
Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа райадминистрацин ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев тухса калаçрĕ: "Вăрмар районĕнче хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем аталанса пыраççĕ. Çакна эпир 2016 çулта "Свебрата", "Король-мясо", "Слава" тата "Агро Альменево" ялхуçалăх организацийĕсем - тулли мар яваплă обществăсем - хăйсен ĕçĕ-хĕлне пуçланинчен те калама пултаратпăр. Паянхи кун районта 56 хуçалăх шутланать, çав шутран - 6 хуçалăхĕ пысăккисен шутĕнче, вĕсем усă куракан çĕр лаптăкĕ 500 гектартан та иртет. Тепĕр 23 хуçалăхĕ вăтаммисен шутĕнче, вĕсем 100 гектартан пуçласа 500 гектар çĕрпе тухăçлă усă кураççĕ. Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, районĕпе иртнĕ çул пур категориллĕ хуçалăхсен ялхуçалăх продукцийĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 1 млрд 715 млн тенкĕпе танлашнă.
2016 çулта ялхуçалăх культурисене 28049 гектар /98,8 процент/ çинче лартса илнĕ. Палăртас пулать, район аграрийĕсем кукуруза туса илессин лаптăкне 280 га таранччен ÿстернĕ, пĕрремĕш хутчен хĕвелçаврăнăш культурине 200 га çинче çитĕнтернĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем çитĕнтерессипе пирĕн район республикăра 6-мĕш вырăн йышăнать. Пĕлтĕр вĕсен лаптăкĕ 16948 гектар йышăннă, пĕр гектартан вăтамран 21,2 центнер пухса кĕртнĕ. "Ямуков Г.Н." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче çакă 33 центнерпа танлашнă. "Иккĕмĕш çăкăр" лартса ÿстерессипе республикăра 3-мĕш вырăнта эпир. 2260 гектар çинчен çĕрулмие пухса кĕртнĕ. Гектарти тухăçлăх вăтамран 201,5 центнерпа танлашнă. Пахчаçимĕç акса-лартса илессипе ытларах "Сергеев В.М.", "Арманов В.К." тата "Андреев В.В." хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем тăрăшаççĕ. Вĕсем купăста лартса ÿстереççĕ. Палăртас пулать, пахчаçимĕç тата çĕрулмин элита вăрлăхĕсемпе ĕçлекенсене иртнĕ çул патшалăх енчен пулăшу кÿнĕ. Хăмла çитĕнтерессипе те республикăра виççĕмĕш вырăнта эпир. Иртнĕ çул 26 гектартан 428 центнер чухлĕ "симĕс ылтăн" /пĕр гектартан вăтамран 16,5 центнер/ пухса кĕртнĕ. Кун пирки ЧР Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче: "Пирĕн хăмла ÿстерес ĕçе чĕртсе тăратассишĕн çине тăрса тăрăшмалла. Çакна тума кирлĕ майсем пур. Раççей ялхуçалăх министерстви те пире ку енĕпе пулăшма шантарать", - тенĕ. Апла малтан туса илнĕ Арапуç, Кавал, Чулкас, Энĕшпуç тăрăхĕсенче вырнаçнă хăмла участокĕсене çак культурăна çитĕнтерес тĕллевпе ĕçлеме кăмăл тăвакансене арендăна памалла", - терĕ Николай Михайлович.
2016 çулта усă курман çĕрсен лаптăкĕ 5942 гектарпа танлашнă. Вĕсенчен 1304,6 гектарне ĕçе кĕртнĕ. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев 2017 çулхи Патшалăх Канашне янă Çырура: "Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен умне ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ усă курмасăр выртакан пĕтĕм çĕре çаврăнăша кĕртме, усă курман çĕр пайĕсене муниципалитет харпăрлăхне шута илессине 2017 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме тата çĕрпе тухăçлă усă курассине е çĕре харпăрлăха илекенсене уçă процедурăсем урлă тупса палăртма тĕллев лартатăп", - тенĕ. Çавна май пирĕн тĕллев: "Июлĕн 1-мĕшĕччен 3576 пая кĕмен çĕр пайĕсене регистрацилемелле, 4638 гектар çĕре ĕçе кĕртмелле", - тесе пĕлтерчĕ малалла Н.Николаев.
Мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси иртнĕ çулхипе танлаштарсан 9,8 процент чухлĕ ÿснĕ, çакă 985 пуçпа танлашнă. Аш-какай туса илесси 5,2 процент, сĕт - 0,3, çăмарта 19,6 процент ытларах илнĕ. Кăçал тумалли ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ Николай Михайлович. 
"2017 çулта ЧР ялхуçалăх таварĕсене туса кăларакансене патшалăх пулăшăвĕсене парассин çул-йĕрĕсем çинчен" темăна ЧР Ялхуçалăх министерствин финанспа кредит политикин пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ В.Егорова уçăмлатрĕ. "Раççей ялхуçалăх центрĕ" федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмарти уйрăмĕн агрономĕ Л.Иванова "Çитес çуракине хатĕрленсе вăрлăха кондициллĕ шая çитересси" темăпа тухса калаçрĕ. ЧР "Раççей ялхуçалăх центрĕ" федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕн руководителĕн заместителĕ О.Исаев вăрлăха фитосанитари енчен тишкерчĕ. "Ĕçе пуçăнакан фермерсене пулăшу" темăпа "Агро-Инноваци" ЧР КУП информаципе аналитика пайĕн экономист-консультанчĕ паллаштарчĕ. Техникăна çуракине ăнăçлă хатĕрлесе çитерессипе Вăрмар тата Куславкка районĕсемпе ĕçлекен Гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ В.Николаев калаçрĕ. Çавăн пекех канашлăва ЧР Россельхознадзор управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Н.Романов, "Россельхозбанк" АУОн Вăрмар поселокĕнчи хушма офисĕн управляющийĕ А.Максимова, "Проминтел", "Русмашсервис", "Торговый дом Химик" тулли мар яваплă обществăсен предствителĕсем сăмах каларĕç.

Первоисточник: "ХEРЛE ЯЛАВ" (Урмарская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика