Филиал ФГБУ "Россельхозцентр" по Чувашской РеспубликеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрлăхлăх культурăсене тĕрĕслетпĕр

25 января 2017 г.

Вăрлăхлăх культурăсене тĕрĕслетпĕр

Уй-хирсем пушанни тин çеç пекчĕ, кĕçех çураки çывхарать. Хальхи вăхăтра хĕл кунĕсем пулсан та вăрлăхлăх культурăсемшĕн тăрăшмалли чи лайăх самант.  Вĕсен пахалăхне вăхăтра тĕрĕслеттермелле, мĕншĕн тесен çакă кашни хуçалăхшăнах питех те кирлĕ.

Вăрлăхлăх хатĕрленĕ культура шăтаслăх енĕпе тивĕçтермест пулсан ăна кая юлмасăр улăштармалла. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене тивĕçлĕ кондицие лартнипе пĕрлех нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхĕсене те тĕрĕслеттермеллине манса каймалла мар.
Хальхи вăхăтра районти вăрлăх тĕрĕслеттерекен лабораторинче 2751 тонна /100 процент/ вăрлăх тĕрĕсленĕ. Çав шутран 1601 тонни /58 процент/ кондицие ларнă. Паянхи куна «Ямуков Г.Н.», «Сергеев В.М.», «Тихонов А.Н.» хресчен ?фермер/ хуçалăхĕсемпе «Передовик» АПК, «Вăтам Энĕш», «ВладинаАгро» тулли мар яваплă обществăсем, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществи вăрлăхлăх культурăсене тĕрĕслеттерессипе активлă ĕçлеççĕ. Ялхуçалăх культурисен тухăçĕ мĕнле пуласси вăрлăх репродукцийĕнчен те нумай килнине лайăх ăнланаççĕ. Вăрлăхсене çĕнетсе çамрăклатассипе та районта ĕçсем пыраççĕ. «Передовик» хуçалăхра вăй хуракансем 9 тонна супер элита «Ирэнь» тулă туяннă. «Иванова О.А.» хăйĕн хуçалăхĕнчи пĕрчĕллĕ культурăсен вăрлăхне пĕтĕмпех çĕннипе улăштарас тĕллев тытнă. Вăрлăхлăх культурăсене чир-чĕртен, çумкурăкран имçамласан питех те аван пулмалла, мĕншĕн тесен юлашки çулсенче вăрлăхсем тĕрлĕ чирсемпе аптранине тĕл пулма тивет. Вут пуççи чирĕ вара кашни хуçалăхрах тĕл пулать. Çавăн пекех пăнтăх, гельминтоспориоз, альтернариоз чирĕсем тĕл пулаççĕ. 
Лабораторире тĕрĕслеттернĕ тĕш тырă культурисен вăрлăхĕсен шăтаслăхĕ лайăх тесе шутлатăр пулин те ăна çуракиччен пурпĕрех лабораторине килсе тĕрĕслеттермелле, кирлĕ пулсан вăрлăх çĕнетессине те васкатмалла. Çур аки валли паха вăрлăх хатĕрлесси кашни çĕр ĕçченĕн пĕрремĕш тивĕçĕ. «Мĕн акатăн - çавă шăтать» тенĕ мĕн авалтанах. Çакă паянхи кун та пĕлтерĕшне çухатман-ха.

Л.ИВАНОВА,
«Раççей ялхуçалăх центрĕ» федераци патшалăх 
учрежденийĕн Чăваш Енри
филиалĕн Вăрмарти уйрăмĕн агрономĕ.

Первоисточник: "Херле ялав" (Урмарская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика