Филиал ФГБУ "Россельхозцентр" по Чувашской РеспубликеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Курава Вăрмарсем те хутшăнчĕç

27 февраля 2013 г.

Шупашкарти Николаев космонавт урамĕнчи ял хуçалăх пасарĕнче «Çĕр улми - 2013» курав иртрĕ.Пиллĕкмĕш хут иртекен курава Раççейри 31 регион, 4 çĕршыв представителĕсем, район администрацийĕсен пай пуçлăхĕсем, ял хуçалăх организацисене ертсе пыракансем, республикăри наука учрежденийĕсен представителĕсем хутшăннă. Тĕнче пĕлтерĕшлĕ форума Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев хутшăнчĕ, ăслăлăх-практика конференцине хутшăнакансене ăшшăн саламларĕ, çĕнĕ çитĕнÿсем сунчĕ.

«Çакнашкал курав питĕ кирлĕ. Çĕр улми ял хуçалăхĕнче чи анлă сарăлнă культура шутланать. Ăна 130 ытла çĕршывра çитĕнтереççĕ. Ăстасем унран темĕн тĕрлĕ апат хатĕрлеме пултараççĕ. Паян кунта 210 тĕрлĕ çимĕç илсе килни те çакна çирĕплетет», - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев.

М.Игнатьев тата ытти яваплă çынсем курав экспозицийĕпе паллашрĕç, «иккĕмĕш çăкăр» туса илекенсен шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланчĕç. Республика Пуçлăхĕ çĕр улмирен кĕрекен тупăш кашни гектар çине куçарса шутласан ытти культурăран пысăкраххине, çавăнпа та отрасле çине тăрса аталантармаллине палăртрĕ.

Асăннă курава пирĕн районтан райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин, райадминистрацин ял хуçалăхĕпе çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, тĕп агрономĕ Н.Николаев, «Россельхозцентрăн» Чăваш Республикинчи филиалĕн Вăрмарти уйрăмĕн пуçлăхĕ С.Семенов, «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ Г.Ямуков, П.Крылов тата ытти хресчен (фермер) хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă. Куравра Г.Ямуковăн павильонĕ ĕçленĕ. М.Игнатьев Пуçлăх тата ытти яваплă çынсем кашни павильон умĕнче чарăнса «иккĕмĕш çăкăр» туса илекенсен шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланчĕç. Павильонсенчи курава тăратнă çĕр улмин хăш-пĕр сорчĕсене лайăх хак пачĕç. Г.Ямуков çитĕнтернĕ çĕр улми те пысăк хака тивĕçрĕ. Куравра çĕр улми туса илекенсем пĕр-пĕрин опычĕпе, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче туса илекен çĕр улмин çĕнĕ йышши сорчĕсемпе паллашрĕç. Малашлăхра Геннадий Николаевич вырăнта çак сортсене лартса çитĕнтерес тĕллевлĕ пулчĕ.

Куравра çĕнĕ йышши ял хуçалăх техникине те курма тÿр килчĕ. Çавăн пекех кунта ăслăлăх класĕсемпе «çавра сĕтелсем» иртрĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç.

Пĕтĕмлетсе

- «Çĕр улми - 2013» курав пĕтĕмлетĕвĕсемпе ял хуçалăх министрĕн çумĕ Э.Александров паллаштарнă. Унта 5000 çын ытла пырса курнă. Куравра çĕр улмин 160 сорчĕпе, ăна çитĕнтерме усă куракан техникăн 51 единиципе паллаштарнă. Унта хутшăннисен йышĕнче Раççейĕн 31 регионĕн, Беларуç, Казахстан, Германи тата АПШ представителĕсем пулнă. Икĕ кун хушшинче хуçалăхсем вăрлăхлăх 40, 5 тата çимелли 2, 3 тонна çĕр улми сутнă.

- М.Игнатьев курав йĕркелÿçисене, туянакансене çĕр улмине килне леçсе парассине хăйсем çине илнĕ волонтерсене лайăх ĕçшĕн тав тунă. Хула çыннисем çĕр улми вăрлăхне пурте туянса ĕлкĕрейменнине кура Михаил Васильевич ярмăккара малашне те сутассине йĕркелеме хушнă.

Первоисточник: http://www.smi21.ru

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика