Филиал ФГБУ "Россельхозцентр" по Чувашской РеспубликеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хирти çурхи ĕç­сем пуç­ланиччен вăхăт пур пулин те çак тапхăр валли хатĕрленме паянах тытăнмалла.

01 марта 2013 г.

Тĕрĕссипе каласан, ял хуçалăх предприятийĕсенчен чылайăшĕ тахçанах техникăсене юсанă, вăрлăхсене тĕрĕсленĕ тата ытти кирлĕ ĕç­сене пурнăç­ланă ĕнтĕ. Шăпах çак темăпа çыхăннă ыйтусене район администрацийĕнче иртнĕ канашлура сÿтсе яврĕç.

Россельхозцентрăн Чăваш Республикинчи филиалĕн ертÿçин çумĕ А. Титова çурхи ĕç­сене туса ирттересси пирки калаç­рĕ. Февралĕн 22-мĕшĕ тĕлне Шупашкар районĕнче вăрлăхсене 82% хатĕрленĕ. «Кăçал май уйăхĕ типĕ пулма пултарать, çавăнпа та çурхи ĕç­сене маларах тытăнмалла, – асăрхаттарчĕ вăл. – Шăрăха чăтма пултаракан сортсем аксан лайăх». Хими препарачĕсем çине мар, биопрепаратсем çине пусăм тумалла. Ака ирттермелли плана вара паянах хатĕрлемелле. Унта вăрлăх, удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материалсем мĕн чухлĕ кирлине палăртмалла. Ял хуçалăх предприятийĕсене задани пулчĕ, çав плана мартăн 13-мĕшĕччен хатĕрлесе администрацин ял хуçалăх пайне килсе памалла.

Канашлăва хутшăннă район администраци пуç­лăхĕ Г. Егоров иртнĕ çулхи кĕркунне çумăр пулнă пирки тыр-пула пухса кĕртме çăмăлах пулманнине аса илчĕ. Районта тырă типĕтмелли комплекс пулсан лайăх, анчах хальлĕхе вăл çук, çакă вара çивĕч ыйту çуратать.

Источник: "Тăван ен"

Первоисточник: http://www.smi21.ru

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика