Филиал ФГБУ "Россельхозцентр" по Чувашской РеспубликеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шурă юрпа витĕннĕ калчасем епле сывлаç­çĕ?

15 февраля 2013 г.

ЧР Россельхозцентрăн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн специалисчĕсем февралĕн 13-мĕшĕнче районти хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕн кĕрхи тыррисем епле упраннине хире тухса тĕрĕслерĕç.

Комисси членĕсем (ЧР Россельхозцентрăн районти уйрăмĕн тĕп агрономĕ Ольга Шумилова, «Чувашский» ГЦАС агрослужбăн Патшалăх центрĕ ФГБУн районти уйрăмĕн ертсе пыракан специалисчĕ Глафира Сапунова) «Ольдеевская» Агрофирмăн» «Герой» хуçалăхăн хирне пырса çитрĕç. Ольга Витальевна тÿрех тĕрлĕ вырăнти юр хулăнăшне виçме пуçларĕ – вăл 28-29 см иккен. Водительсем лумсемпе, пуртăсемпе тата кĕреçесемпе 1 тăваткал метр шăннă çĕре касма пуç­ларĕç.

– Кăçал çĕр лайăх шăннă. Кун хулăнăш юр ларни те аван. Çĕр шăнса çитмен тата юр 40-50 см тарăнăш пулсан шăтнă калчасем çĕрме, кăмпа чирĕпе чирлеме пуç­лаç­çĕ. Ун пекки кăçал палăрмасть, – терĕ тĕп агроном.

Арçынсем вара пĕтĕм вăйран шăннă çĕре чаврĕç, унтан асăрханса касса илчĕç те картон курупкасем çине хучĕç. Глафира Михайловна телефонпа «Герой» хуçалăхăн управляющийĕпе Фаина Борисовăпа çыхăнчĕ, кĕрхи культура акнă хир пирки тĕплĕн ыйтса пĕлчĕ. 3-мĕш хирте кĕрхи тритикале 40 гектар çине акса хăварнă.

Комисси малалла «Атлашевский СХКн 2-мĕш хирне çитсе килчĕ. Пирĕнпе пĕрле «Атлашевский» СХКн тĕп агрономĕ Лидия Васильева та пычĕ. Çуркунне енне кайнă хĕвел шурă юрпа витĕннĕ уя куçа шартарса пăхать. Хир хĕлле те илемлĕ – ура айĕнче кĕмĕллĕн чăнкăртатакан юрпа, уçă сывлăшпа, çĕр айĕнче сывлакан симĕс калчапа. Шит тăршшĕ ÿснĕ ыраш лаптăкне каллех арçынсем лумпа та çивĕч пуртăсемпе катрĕç. Юр кунта тĕрлĕ вырăнта тĕрлĕ хулăнăш: пĕр çĕрте – 24-25 см, тепĕр çĕрте – 31 см е тата 15 см. Кĕрхи культурăна 2012 çулхи сентябрĕн 25-мĕшĕнче акса хăварнă.

Икĕ эрне хушшинче ЧР Россельхозцентрăн районти уйрăмĕн специалисчĕсем хăйсем те культурăсен шăтаслăхне тĕпчесе тишкерĕç. Эпир вара вулакансене çав кăтартусемпе паллаштарма манмăпăр.

Источник: "Тăван ен"

Первоисточник: http://www.smi21.ru/

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика