Филиал ФГБУ "Россельхозцентр" по Чувашской РеспубликеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрлăх пахалăхĕ – çĕнĕ тырă тухăçĕ

08 февраля 2013 г.

Вăрлăх пахалăхĕ – çĕнĕ тырă тухăçĕ

ЧР Россельхозцентрăн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕ 1-мĕш тĕрĕслев вăхăтĕнче пурĕ 2 152 тонна акмалли вăрлăхлăх тырă пахалăхне пăхса тухнă.

Юр çи виттипе хупланнă хура çĕр февраль уйăхĕнче тĕлĕрет тесе ан шухăшлăр, кĕрхи тырă калчи сĕткен сăхса упранать унта, каннă майăн çурхи ака килессе ĕмĕтленсе хатĕрленет. Тумла шывĕ сăрхăнса тырă пĕрчине кĕтет. Ял хуçалăх специалисчĕсем те хĕл каçипех уй-хир ĕç­не асра тытаç­çĕ, вăрлăх епле упраннине тĕрĕслеç­çĕ, кирлĕ мерăсем йышăнаç­çĕ.

Мĕнле кăтартусем-ха кăçал?

«2012 çулхи кĕркунне çумăрлă пулнине кура акмалли вăрлăхсен пахалăхĕ питех савăнтармасть, нÿрĕк нумай, – терĕ асăннă организацин ертÿçи Людмила Добролюбова. – Тĕрĕсленĕ вăрлăхăн 54% çеç кондициллĕ. «Атлашевский» СХК тата «Приволжское» вĕрентÿпе сăнав хуçалăхĕн вăрлăхĕ çеç 100% кондициллĕ. Ытти хуçалăхăн иккĕмĕш хут тĕрĕсленĕ чухне шăтаслăхĕ хытă чакать. Анчах та пăшăрханма кирлĕ мар. «Приволжское» вĕрентÿпе сăнав хуçалăхĕн сутмалли вăрлăх – 700 тонна ытла, ăна йăлтах сертификациленĕ. Районти ял хуçалăх предприятийĕсем валли вăрлăх çителĕклĕ пулĕ, ытти çĕртен туянмасан та юрать».

Людмила Евгеньевна каласа панă тăрăх, «Ольдеевская» Агрофирма» «Приволжское» вĕрентÿпе сăнав хуçалăхĕнчен – 40 тонна, Ленин ячĕллĕ СХПК – 30 тонна, «Атлашевский» СХК 20 тонна туяннă. «Чурачикское» ЗАО 130 тонна туянма килĕшÿ тунă, «Чувашский бройлер» – 300 тонна.

Пĕлтĕр, чăнах та, çанталăк питĕ çумăрлă пулчĕ. Паллах, тырă та пÿлмене нÿрĕ кĕчĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче тырă типĕтмелли агрегат сахал. Пĕтĕмпе те «Чурачикское» ЗАО, «Ольдеевская» Агрофирма, «Атлашевский» СХК, Ленин ячĕллĕ СХПК хуçалăхсен çеç пур.

Мĕнле вăрлăхсемпе пуян-ха район пÿлми?

Урпа, тулă, сĕлĕ – пурте элитлă сортсем. Куккурус вăрлăхне «Чурачикское» ЗАО ĕне-выльăха çитерме хатĕрлерĕ пĕлтĕр. Районти ял хуçалăх предприятийĕсем вăрлăхсене хăйсен пÿлминче упраç­çĕ.

Вăрлăхсене ятарлă комисси (Л.Е. Добролюбова, И.Г. Николаева, О.Г. Шумилова) февраль вĕçĕнче 2-мĕш хут тĕрĕслет. Ун хыç­çăн вĕсем мĕнле чир-чĕрпе чирленине (фитоэкспертиза) тупса палăртса хуçалăхсене кирлĕ сĕнÿсем (мĕнле хими препарачĕсемпе апатлантармалли пирки консультаци), параççĕ.

Источник: "Тăван ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика