Филиал ФГБУ "Россельхозцентр" по Чувашской РеспубликеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрхисем йĕркеллех хĕл каçаççĕ

19 января 2013 г.

Вăрмар район уйĕсенче кĕрхи культурăсене 4050 гектар çĕр çинче акса хăварнă, çав шутра 3728 гектар çинче - кĕрхи тулă, 322 гектар çинче - кĕрхи ыраш.

Иртнĕ çулсенчи пекех «Россельхозцентр» федераллă патшалăх учрежденийĕн районти уйрăмĕн специалисчĕсем, райадминистрацин агрономи служби кĕрхи культурăсем еплерех хĕл каçнине тĕрĕслесе мониторинг ирттернĕ.

Декабрь уйăхĕнчи сивĕсем, уйра юр çителĕксĕррине пула, культурăсене сиен кÿме пултарнине шута илсе 2 хутчен районти темиçе ял хуçалăх предприяти уйĕсенчи калчасене тĕрĕсленĕ. Çĕр 68-70 см тарăнăш шăннă пулин те калчасем шăтса тухнă вырăнта - 12 градус сивĕ (тыр-пулшăн хăрушлăх кăларса тăратакан температура виçи вара - 18 градус).

Кĕрхи культурăсем йĕркеллех хĕл каçаççĕ, вĕсем икĕ çулçă кăларнă та. Лабораторири условисенчи температурăра ÿсен-тăрансем тепĕр 3 талăкран йĕркеллех ÿсме пуçланă. Çакă агрономсене кĕрхи культурăсем йĕркеллех хĕл каçасса шанăç кÿрет.

Первоисточник: http://www.smi21.ru/default.aspx

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика