Филиал ФГБУ "Россельхозцентр" по Чувашской РеспубликеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăхальсем вăрлах хатěрлессе

21 ноября 2013 г.

 

Ял хуçалăх ĕçченĕсемшĕн хĕрÿ тапхăр вĕçленчĕ пулин те, пĕтĕмĕшле ял ĕçĕ нихăçан та пĕтмест. «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕç шавĕ халĕ те тăрать: кĕрхи суха çĕртми тăваççĕ, çав вăхăтрах çитес çулхи çур акине хатĕрленсе хуçалăх ĕçченĕсем кăçал пухса кĕртнĕ тĕш-тырра алласа хатĕрлеççĕ.

Кăçал кĕрхи культурăсене 250 гектар çинче акса хăварнă, пĕтĕмĕшле 1565 тонна тĕш-тырă пухса кĕртнĕ. Паянхи кун тĕлне хуçалăхра вăрлăх валли хăварнă тулла аллаççĕ. Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп агрономĕ Н.Николаев, «Раççей ял хуçалăх центрĕ» ФПУ Чăваш Енри филиалĕн Вăрмарти уйрăмĕн специалисчĕ Л. Иванова вăрлăх хатĕрлессипе мĕнлерех ĕçленипе паллашрĕç. Кунта тăрăшса вăй хуракан В.Тарасов, Л.Константинова, Т.Туйми рабочисем хăйсен ĕçне пĕлсе пурнăçлаççĕ. Ю.Данилов, Н.Иванов слесарьсем тырă алламалли тепĕр агрегата ĕçлеттерсе яма хатĕрленеççĕ. Пĕтĕмĕшле кунти лару-тăрăва Нина Константиновна Иванова склад заведующийĕ йĕркелесе пырать. Вăл палăртнă тăрăх, хура тулă, люцерна, козлятник вăррисене алласа пĕтернĕ те. Рабочисем алланса тухакан тырăпа тулса пыракан михĕсене автомашина çине тиесе юнашар склада упрама куçараççĕ. Пĕтĕмĕшле çитес çулхи çур аки валли 3 пин центнер тĕш-тырă хатĕрлесе хăварнă, В.Тапинов хуçалăх ертÿçи палăртнă тăрăх, çакă çитес çулхи çур аки валли çителĕклĕ. Çавăн пекех хальхи вăхăтра «Раççей ял хуçалăх центрĕ» федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмарти уйрăмĕн специалисчĕсем «Шигали» хуçалăхри тĕш-тырă кондици шайне ларнипе ларманнине тĕрĕслеççĕ.

«Çунана çулла, урапана хĕлле хатĕрле», - текен каларăша тĕпе хурса ĕçлеççĕ «Шигали» ЯХПК ĕçченĕсем.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика