Филиал ФГБУ "Россельхозцентр" по Чувашской РеспубликеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурхи кун паянах шухăшлаттармалла

24 ноября 2012 г.

Хĕл тапхăрĕ уй-хир ĕçченĕсене канса илме вăхăт парать пулин те çитес çураки çинчен те мантармасть. Çурхи акана кирлĕ вăрлăх пахалăхне сăнасах тăмалла, халиччен алă çитерейменнине аласа тасатмалла. Тырпул склачĕсенче ĕç çителĕклех темелле. Мĕнлерех пахалăхлă вăрлăхпа хĕле кĕреççĕ районти ялхуçалăх предприятийĕсем. Хуçалăхсен вăрлăх склачĕсене тишкернĕ хыççăн еплерех пĕтĕмлетÿ тума пулать çак тапхăрта. Çакăн çинчен эпир «Россельхозцентр» ФГБУН Сĕнтĕрвăрри районĕнчи уйрăмĕн ертÿçине Г.ЯРУКОВĂНА каласа пама ыйтрăмăр.

– Галина Андреевна, юлашки тапхăрта çине тăрсах район çураки валли кирлĕ вăрлăха çителĕклĕ хатĕрлесе хума пултарчĕ. Унăн пахалăхĕ мĕнле шайра-ши.

– Чăн та, çитес çурхи ака валли пăхса хунă плана район хĕле кĕричченех пурнăçлама пултарчĕ. Акана тухма кирлĕ вăрлăх 11630 центнер складсенче пур. Паянхи куна илсессĕн, 9 пин ытла центнерне хамăр патра пахалăх енчен тĕрĕсленĕ. Анализсем тăрăх, тĕрĕсленĕ вăрлăхăн 10 проценчĕ (930 ц) нÿрĕ пирки, 18 проценчĕ (1659 ц) шăтаслăхĕ япăххипе кондицие лармасть.

Çакăн тĕп сăлтавĕсенчен пĕри кăçалхи вырма тапхăрĕнчи çанталăк условийĕсемпе çыхăннă. Çурхи тулла вырса илмелли вăхăтра çанталăк çумăра кайрĕ. Палăртмалла, шăтаслăх енчен кондицие ларман ялхуçалăх культурисенчен шăпах тулă вăрлăхĕ малта тăрать. Çуркунне ăна ытти культурăсенчен каярах акатпăр, пуçтарма та юлашкинчен тухатпăр. Çумăрлă çанталăкра тырă пучахрах çĕнĕрен шăтма пуçлать. Кун пек вăхăтра пуçтарса илнĕ тыррăн ытларах пайĕ пÿлмесене нÿрĕлле кĕрет. Питех те нÿрĕ тырра тÿрех вăйлă типĕтме те юрамасть. Ку тĕлĕшпе технологи требованийĕсене пăхăнмалли пайтах. Вăрлăх валли хунă тыррăн нÿрĕлĕхĕ стандартпа 15 процентран ытла пулмалла мар. Уйрăм хуçалăхсенче вара кăтарту çак шай таврашĕнче. Çавăнпа та упраннă вăхăтра кунашкал вăрлăх пахалăхсăра тухма та пултарать. Ку тĕлĕшпе «Восток» СХПКн асăрхануллă пулмалла. А. Федоров, А. Белов фермерсен хуçалăхĕсенче, «Аксаринское» СХПК та пур кун пек ушкăнсем. Вĕсен шăтаслăхĕ пур, анчах та нÿрĕлĕх тĕлĕшĕнчен кондицие лармаççĕ.

Районĕпе илсен, кондициллĕ вăрлăх шайĕ халлĕхе 41 процент шутланать. Вăрлăх хатĕрлессипе район палăртнă плана пурнăçланă терĕм, çапах та икĕ хуçалăхра – «Бичуринский» тата «Звезда» СХПКсенче акмалли материал пĕр центнер та çук.

– Çав вăхăтрах, ахăртнех, теприсем тĕслĕх кăтартаççĕ.

– Вырмана тухмалла чухне асар-писерленнĕ пăрлă çил-тăвăл М. Тагеев фермер хуçалăхне кăçал тырăсăр (тата маларахри запассене шутламасăр) хăварчĕ темелле. Апла пулин те кунта урăх çĕртен илсе килнĕ фуражранах вăрлăх турĕç. Паллах, тыррăн шăтаслăхĕ пуррине кура. «ТП «Сувар-2» ООО кăçалхи çуракире элита тулă вăрлăхĕ акнăччĕ. Шел те, тырă пучахрах шăтма тытăннине кура кунта çитес çул валли тулă вăрлăхне каллех тĕпрен çĕнетесшĕн. Хальхинче пучахра шăтассипе хăратман сортсене туянасшăн. Вĕсем хăйсен сăмахне тытасси иккĕлентермест. Вăрлăха çĕнететпĕр текенсем татах та пур, паллах. Вĕсен ĕçĕ епле пурнăçланнине вăхăт кăтартĕ.

Çак тапхăрта вăрлăха тасатса сортлассипе «ТП «Сувар-2» ОООра тата М.Тагеев фермер хуçалăхĕнче активлă ĕçлеççĕ.

– Çак иртсе пыракан çулталăк акмалли вăрлăх енчен хуçалăхсене çĕнĕлĕх те илсе килчĕ мар-и.

– Хуçалăхсене шухăш-латтармалли çулталăк пулчĕ тени вырăнлăрах. Элита вăрлăхшăн патшалăх хуçалăхсене чылайранпа субсидипе тивĕçтерет. Юлашки икĕ çулта вара сортсăр тата кондицие ларман вăрлăхпа акакан хуçалăхсене патшалăх удобрени тата ÿсентăрансене хÿтĕлекен имçамсене туянма паракан субсидисенчен те хăтарать. Енчен те сорта ларман вăрлăх виçи пĕтĕмĕшле виçен кăтартăвĕнчен 20 процент ытла пулсан, хуçалăхсем патшалăх пулăшăвне пач та илеймеççĕ. Çавăнпа патшалăх пулăшăвĕпе усă курас текенсен инçетрен илсе килекен вăрлăхăн тивĕçтерÿллĕ документацийĕ пулмалли çинчен пач та манас çук. Пирĕн подразделени ирттерекен мероприятисенчен, апробаци ĕçĕнчен тата ыттисенчен те пăрăнас çук. Çакă йăлтах пĕлтерĕшлĕ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика