Филиал ФГБУ "Россельхозцентр" по Чувашской РеспубликеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕл пуринчен те çирĕп ыйтать

12 декабря 2012 г.

Хыçра вун пĕр уйăх, апла пулсан ку таранччен пурнăçланине хак пама сăлтавĕ те пур. Çак кунсенче район администрацийĕнче пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен тата хресчен (фермер) хуçалăхсен ертÿçисен анлă канашлăвĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев уçрĕ тата ертсе пычĕ.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа экономикăпа АПК аталанăвĕн пайĕнчи тĕп эксперт специалисчĕ Т. Алексеева калаçрĕ. Вăл выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 11 уйăхри аталанăвне тишкерчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен ку таранчченхи кăтартусем районта япăх маррине палăртмалла. Пĕр ĕне пуçне тивекен вăтам сăвăм 3758 килогрампа танлашать. Çакă иртнĕ çулхинчен 4 процент пысăкрах. Ку енĕпе Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăх уйрăмах хастар ĕçлет. Вĕсен сăвăмĕ 5551 килограмм чухлĕ пулнă. Çавăн пекех «Путь Ильича» хуçалăх та ÿсĕмлĕ ĕçленине палăртмалла. Кунта тăрăшакансем ĕне пуçне 4972 килограмм сĕт туса илнĕ. Оперативлă кăтартусенчен районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем хĕл тапхăрĕ валли 30, 9 центнер апат единици янтăлани курăнать. Акă «Путь Ильича» агрофирма, «Колос» чикĕллĕ яваплăхлă общество, Чкалов ячĕпе хисепленекен, «Восток», «Ударник» хуçалăхсем выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрленĕ.

– Хăш-пĕр хуçалăхсенче вара уйрăмах йывăр лару-тăру. Çавăнпа та çакăн йышшисем малашне епле тата хăш енĕпе ĕçлессине çитес юн кунччен татăклăн палăртмалла, – терĕ Ростислав Николаевич кунта пухăннă ертÿçĕсене. Çавăн пекех вăл йывăр лару-тăруллă хуçалăхсем пĕрлешсе ĕçлесен вырăнлă пуласси пирки тата çĕр ыйтăвĕ тавра калаçрĕ.

Сысна ĕрчетессипе районта çичĕ хуçалăх тимлет. Вун пĕр уйăхра самăртма хупнă выльăхăн талăкри вăтам ÿт хушаслăхĕ 400 грампа танлашать. Ку енĕпе уйрăмах «Герой», «Свобода», «Ударник» хуçалăхсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Вĕсем районти вăтам кăтартуран та ÿстернĕ. Мăйракаллă шултра выльăх талăксерен 594 грамм ÿт хушнă, ку та иртнĕ çулхинчен пысăкрах.

Т. Алексеева район администрацийĕн ятарлă комиссийĕн членĕ пулнă май хуçалăхсенчи ферма коллективĕсем хĕл кунĕсене епле хатĕрленнипе те паллаштарчĕ.

– Комисси хăйĕн черетлĕ ĕçне вĕçлерĕ. Кашни хуçалăхра вара тĕрлĕ лару-тăру. Йывăрлăхсене çĕнсе малаллах туртăнакансем те пур. Çав хушăрах ĕçлеме майлă услови çинчех тимлĕхе çухатнă ответлăха туйман специалистсем те тĕл пулчĕç. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ вара кулленех вăй хума ыйтать. Акă сăвăм пĕрре чакрĕ пулсан ăна часах хăпартаймăн вĕт. Çак ĕçсемпе вара хуçалăх экономики тÿрремĕнех çыхăннă, – терĕ Татьяна Александровна тимлĕрех пулма ыйтса.

Никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, сыснасен африка чуми уйрăмах ку отрасльте вăй хуракан кашни ĕçчене пăшăрхантарать. Раççей Федерацийĕнче вара ку чир тĕлĕшпе çивĕч лару-тăру. Унăн вирусне тĕрлĕрен те тĕрлĕ регионта тупаççĕ. Апла пулсан ку хăрушлăх пирĕн пата çитмест тесе те калаймăн. Çавăнпа та унран сыхланасси чи малти вырăнта пулмалла. Ку инкек пуçаруçи вара чирлĕ е маларах чирлесе ирттернĕ сысна шутланать. Ăна сараканĕ – кăшлакан чĕр чунсем, килти тата тискер чĕр чунсем, çавăн пекех çак чирпе чирлесе вилнисемпе çыхăну тытнисем. Çакăн пирки выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци ертÿçи Н. Яковлев каларĕ.

Хĕлле урапа, çулла çуна хатĕрлеççĕ тенине тĕпе хурса çитес çул çĕре шуратса хăварасси пирки паянах шухăшлама пуçласан вырăнлăрах пулĕ. Пысăк пахалăхлă вăрлăхпа тивĕçтересси çинчен ЧР «Россельхозцентр» филиалĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ А. Павлов каларĕ.

– Çитес çул вăрлăх хакĕ ÿсме пултарать. Çавăнпа та меллĕ вăхăтпа кашнийĕнех туллин усă курма тăрăшмалла. Пахалăхлă вăрлăх Ильич ячĕпе хисепленекен тата Бархаткин хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче туянма пулать. Паха вăрлăх кăна пысăк тупăш парать, – терĕ Александр Ильич ку енĕпе халех тимлемеллине палăртса.

Çавăн пекех канашлура ял хуçалăх ĕçĕсем ирттерме Федераллă бюджетран тĕрлĕ субсиди уйăрни пирки калаçрĕç, тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Первоисточник: http://www.smi21.ru/default.aspx

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика