Филиал ФГБУ "Россельхозцентр" по Чувашской РеспубликеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухăç никĕсĕ кунсерен хывăнать

31 января 2011 г.

Ыранхи кун çинчен ир те каç шухăшлакан, палăртнине тĕплĕ пурнăçлакан çĕр ĕçченĕ тыр-пул пухса кĕртсенех çитес çулхи тухăç шăпипе кăсăкланма тытăнать. Унăн никĕсĕ кунсерен хывăннине асра тытса вăрлăх пахалăхĕшĕн хĕлĕпех тăрăшать: çÿп-çапран, кăпшанкăран, çум курăк вăрринчен тасатать... Паян пурнăçлама май пуррине çуркуннене çити тăсмасть. Пĕлет вăл: çур акине эрнере хатĕрленсе çитме май çук. Анчах пурте апла мар çав. Хăшне-пĕрне çине-çинех аса илтерме тивет.

Республикăри тĕрлĕ тытăмри ял хуçалăх организацийĕсене паха вăрлăх хатĕрлеме, ÿсен-тăрана чир-чĕртен, сăтăрçăсенчен хÿтĕлеме пулăшас тĕллевпе “Раççей ял хуçалăх центрĕ” федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалне йĕркеленĕ. Ăна Н.П.Якимов чылай çул ăнăçлă ертсе пырать. Николай Петрович пĕлтернĕ тăрăх - вăрлăх ĕрчетес тата пахалăхне тĕрĕслес, ÿсен-тăрана хÿтĕлес пайсем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Ахальтен мар вĕсен ĕç-хĕлĕшĕн ертÿçĕ çумĕсем А.М.Титовăпа О.П.Белова яваплă. Специалистсем ял хуçалăх культурисен сорт тасалăхне, пахалăхне тĕрĕс палăртас тĕллевпе хирте те, лабораторире те ятарлă тĕпчевсем ирттереççĕ. Патшалăх стандарчĕ­­сен ыйтăвне тивĕçтерсе вăрлăх хăйĕн пахалăхне упраса хăварнине чăнласах çирĕплетет-и? Чи малтанах акă мĕн кăсăклантарать вĕсене. Акма юрăхлă е юрăхсăр пулнине тасалăх, шăтаслăх, нÿрĕклĕх, чир-чĕрпе сăтăрçă мĕн чухлĕ сиенленине кура тата пин пĕрчĕ йывăрăшĕпе палăртаççĕ. Çак паллăсем çеç унăн пахалăх шайне тĕрĕс кăтартаççĕ.

Республикăра кăçал çуркунне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене планпа пăхнă чухлĕ акса хăварма 47439 тонна вăрлăх кирлĕ, анчах вăрлăхлăх хывнă тĕш тырă кăрлачăн 15-мĕшĕ тĕлне те 94] çеç. Вăл шутран кондицилли - 59]. Лару-тăру Куславкка, Канаш, Пăрачкав, Çĕрпÿ районĕсенче уйрăмах йывăр - паха вăрлăх 37-50 процент кăна. Ăнланмалла, пĕлтĕр тырă шăрăха пула питĕ сахал тухрĕ. Апла пулин те малта пыракан хуçалăхсен тĕслĕхĕпе усă курса тырă акмалăх хатĕрлемеллех. Мĕн акатăн çавă шăтать теççĕ. Çуркуннеччен юлнă вăхăтпа усă курса ăна тасатса тивĕçтерекен шая çитермеллех. Çĕмĕрле, Шупашкар, Улатăр районĕсенчи тыр-пул çитĕнтерекенсем çапла тăваççĕ те. Вĕсен кондициллĕ вăрлăх - 82-75].

Чăваш Енре элита, супер элита сортсем хатĕ­р­­­­­­лекен хуçалăхсем пур. Вĕсене ертÿçĕсем, специалистсем лайăх пĕлеççĕ. Апла пулин те укçа хĕрхенсе лайăх сортсене туянма хытаççĕ. Уй-хире тĕпрен илсен массăллă репродукциллĕ вăрлăх тухать.

Тухăçа çум курăк, хурт-кăпшанкă, чир-чĕр палăрмаллах чакараççĕ. Ÿсен-тăрана шăтса тухнă тата çитĕннĕ вăхăтра вĕсенчен хÿтĕлемеллех. Фитоэкспертиза чир-чĕр пуçаракансен тĕсĕпе йышне, вăрлăх мĕн чухлĕ сиенленнине палăртма май парать. Хальхи вăхăтра ÿсен-тăрана хÿтĕлекен пай специалисчĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен акмалли материалне фитоэкспертиза тăваççĕ: 275 тонна тĕрĕсленĕ, 40-64 проценчĕ чирлĕ тесе йышăннă. 450 центнер пăрçана анализ тунă, кашни килограмĕнче вăтамран 7- 44,6 хурт-кăпшанкă тупнă. Кăрлач уйăхĕн варринче кĕрхисем епле хĕл каçнине пĕлме монолитсем илнĕ. Çанталăк вĕсене мĕнле витĕм кÿрет-ха? Юр хулăнăшĕ вырăн-вырăн пĕр метра çитиех. Çĕр япăх шăннă. Тĕмĕленнĕ вырăнта 0-1 градус çеç сивĕ. Вăхăт-вăхăт ăшăтнăран юр пусăрăнни палăрать. Тăпраран 5-10 сантиметр çÿллĕшĕнче пăр сийĕ тăрать. Кĕрхисем йĕркеллех хĕл каçмалла, анчах юр хулăн пулнăран, тăпра çителĕксĕр шăннăран юр кăвакăшĕпе чирлес хăрушлăх пур.

Республикăра çĕр улми вăрлăхĕ çитмест. Специалистсем хуçалăхсенче вăл епле упраннине тĕрĕсленĕ. Типĕ çĕрĕк нумай, хуралать. «Сухаллă» тесе чылай çĕрте вăхăт çитмесĕр кăларнă. Çимĕç ачаш хуппи хытса-çирĕпленсе çитмен. Темĕнле чир-чĕр те çулăхма пултарать. «Иккĕмĕш çăкăр» кăçал вегетацие пăхăнмасть, шăтас енне кайнă. Çавăнпа путвал-управ таврашне уçăлтарсах тăмалла.

Çулпа çул пĕр килмест. Хуçалăхсен темиçе сорт лартма тăрăшмалла. Пĕри япăх çитĕнсен тепри мĕн чухлĕ те пулсан тупăш парĕ.

Филиалăн биолаборатори пур. Вăл биопрепаратсем хатĕрлет. Чылай хуçалăх «Псевдобактерин-2», «Планриз», «Бактофит», «Фитоспорин» биопрепаратсемпе анлă усă курать. Вĕсем йÿнĕ­рех тата экологи енчен хăрушах мар, туса илекен çимĕçĕн хăй хаклăхне чакарма пулăшаççĕ. Чир-чĕр вăйлă аталансан çеç химипе усă курма юрать.

Химие пула çулсерен кун-çула кĕскететпĕр. Биопрепарат экологи енчен таса çимĕç туса илме май парать. Хурт-кăпшанкă им-çама хăнăхать, пĕтерме йывăр. Шикленме кирлĕ мар, «био» вĕсене чиперех çĕнтерет.

Кăçал шăшисемпе, колорадо нăррипе кĕреш­ме йывăрланать. Пĕлтĕрхи шартламара чылайăшĕ пĕтрĕ, анчах чи вăйлисем юлчĕç, кĕркунне ĕрчесе хунарĕç. Мĕнле кĕрешмелле вĕсемпе? Филиал ĕçченĕсен шухăшламалăх пур.

Вăрлăха акас умĕн им-çампа чÿхени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакă шăтса тухса вăй илнĕ тапхăрта - 4-5 эрне - «тăшманĕсенчен» шанчăклă хÿтĕлет.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика